Уяр кунпа усă курса: районти çĕр ĕçлевĕнче лайăх кăтартусем

Хальхи вăхăтра çумăр чашлаттарсан, çĕр ĕçлевçисем уяр кунсенчен паха усă курма пуçларĕç. Вĕсем хĕвел шевлисене ан хĕрхентĕрех тет, çĕр ĕçĕсене хăвăртрах вĕçлеме ĕмĕтленет.

Тырă пухма пысăк ĕç пуçланнă

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне район уй-хирĕнче 48 комбайн ĕçленĕ. Аграри предприятийĕсем пĕрчĕллĕ культурăсене пилĕк пине яхăн гектар çинчен пухса кĕртнĕ, ку планпа палăртнин 27 проценчĕ шутланать. Тулнă бункерсене вăхăтра пушатма тăрăшни пысăк ĕç пулать. Пÿлмесене 17 пин ытла тонна хывнă, çав шутра тулă – 12761 тонна.

Районри тухăç кăтартăвĕсем

Районĕпе илсен гектарти тухăç 34,9 центнерпа танлашать. Хăшпĕр хуçалăхсенче кăтарту тата пысăкрах. Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче сарă тулă тухăçпа савăнтарать, кашни гектартан вăтамран 50 центнер çапса илеççĕ.

«Санары» тата «Агрохмель» агрофирмăсенче те ĕç кăтартăвĕ пысăк – 46,7 тата 48,3 центнер. «Победа» кооперативĕнче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, Алексей Игнатьевпа Алексей Фадеев фермерсен хуçалăхĕсенче кĕр тыррин тухăçĕ 40-шер центнер, «Янгорчинăра» – 38,4 центнер. Çĕрпелсен çурхи тулă та ăнса çитĕннĕ, ăна кашни гектартан вăтамран 38 центнер çапса илеççĕ. Мăн-турхансен тырă тухăçĕ – 35 центнер, ял хуçалăх техникумĕн – 33 центнер. Кульцавсен вара уйрăмах урпа лайăх çитĕннĕ – тухăç 35 центнерпа танлашать.

Фермерсен тата кооперативсен ĕçĕ

«Луч», «Хорнзор», «Юнтапа» кооперативсенче, Михаил Максимов, Игорь Сергеев, Иван Филиппов, Андрей Петров фермерсен хуçалăхĕсенче уй-хир ылтăнĕ вăтамран 30 центнер тухать.

Денис Авакумов фермерăн хуçалăхĕнче хĕпĕртеме сăлтав пур – 50 гектар çинчи тырпула пĕтĕмпех вырса пĕтернĕ. Дмитрий Мутин, Сергей Яковлев, Владимир Иванов ĕçченсем хастар. Вĕсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă кураççĕ. Фермер хуçалăхĕнче утă янтăлас ĕç те вĕçленсе пырать.

Кĕрхи çĕртме тăвасси

Район уй-хирĕнче кĕрхи çĕртме тăвассипе те тăрăшаççĕ. Çак вăхăт тĕлне ĕç кăтартăвĕ – 790 гектар. «Мураты» кооперативра тата Михаил Максимов фермерăн хуçалăхĕнче кĕр тырри акма тухнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.