Халĕ çак паттăрлăх ĕмĕрлĕх асăмра юлĕ

Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев 2021 çулта Сăр тата Хусан хÿтĕлев рубежĕсенче туса лартнă ĕç паттăрлăхне асăнмалли çул тесе пĕлтернĕ. Ку çирĕплетÿ тĕллевлĕ пулнă, мĕншĕн тесен çак хÿтĕлев линийĕсене тума пуçланăранпа 80 çул иртет. Анчах та ку çеç мар, çак йышăну историре тыл ĕçченĕсене асăнмалли пĕрремĕш тĕп инициатива пулса тăрать.

Тылри ĕç паттăрлăхĕн символĕ

Эпир Аслă вăрçă вăхăтĕнче фронтри салтаксен паттăрлăхне, Ленинград тата Мускав патĕнчи окоп ĕçне, заводсенче хĕç-пăшал кăларассине лайăх астăватпăр. Анчах та тылра, Сăр тата Хусан чиккисем çинче, халăхăн мăнаçлăхĕпе йывăрлăхра туса лартнă хÿтĕлев рубежĕсем пирки сахал пĕлетпĕр. Çак ĕç те чăннипех халăхăн ĕç паттăрлăхĕн символĕ шутланать. Икĕ хÿтĕлев рубежĕсене çĕклесе янине 170 пин ытла çын хутшăннă, вĕсем 300 километра çити тăсăлнă е Шупашкартан Мускава çитмелли çулăн çурринчен кăшт кăна пĕчĕкрех.

Сăр чиккин туни: йывăрлăхсемпе çитĕнÿ

«Сăр чикки» ятлă хÿтĕлев рубежĕн линийĕ 1941 çул вĕçĕнче, нимĕç фашисчĕсен çарĕсем Мускав патĕнче тăнă чух, пуçланнă. Чăваш АССРĕнче вăл Етĕрне районĕнчи Засурскиран Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк таран, Улатăр районĕнчи Сăр Майданĕ ялĕсем енчи Сăр юханшывĕн хĕррипе иртнĕ.

Ĕç бригадисем 50 яхăн çынна пĕрлештернĕ. Кашни района прораб участокĕ çирĕплетнĕ, вĕсен пуçлăхĕсем пулма ВКП(Б) обкомĕн секретарĕсене тата райĕçтăвком председателĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсене мобилизациленĕ çынсене вырнаçтарма, çĕрпÿртсем чавма, апат-çимĕçпе тивĕçтерессине йĕркелеме хушнă. Çар-уй-хир сооруженийĕсене Етĕрне, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр хулисенче тĕп вырăнсене туса хунă.

1941 çулхи юпан 28-мĕшĕнчи йышăнупа кашни район хăйĕн ĕççисене кĕреçесемпе, киркасемпе, лумсемпе, кувалдăсемпе, пăчкăсемпе, тачкăсемпе, наçилккасемпе тата ытти япаласемпе тивĕçтермелле пулнă. Строительствăна урапаллă 226 тата гусеницăллă 77 трактор, 5 экскаватор янă.

Медицина тата материаллă пулăшу

Куçса çÿрекен госпиталь-изоляторсем, врач пункчĕсем, санэпидеми отрячĕсем йĕркеленĕ. «Чăвашстройтреста» пулемет дзочĕсем валли тимĕр-бетон калпаксем 500 штук хатĕрленĕ, артельсене пуртăсем, кĕреçесен аврисем, йывăç кашăксем, чашăксем, çăпатасем, алсасем кĕртме хушнă. Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче шур чул кăларма, йышпа вăрман касма тытăннă.

Ĕç хастарлăхне хавхалантарасси

Малта пыракан участоксене, бригадăсене премисемпе чысланă. Ĕç тĕсне кура преми виçи 150 тенкĕрен тытăнса пин çурă таранах пулнă. Прораб участокĕсенче куллен кирлĕ таварпа суту-илÿ тăвассине йĕркеленĕ. Мобилизациленĕ çынсенчен нумайăшĕн йĕркеллĕ тумтирĕ те, пушмакĕ те пулман, çавăнпа та пушăтпа тата çăпатапа суту-илÿ тума ирĕк панă.

Йывăрлăхсене тата шартлама сивве пăхмасăр халăхăн ĕçри паттăрлăхне пула Сăр чиккине тĕлĕнмелле кĕске вăхăтра – 45 кунра – хăпартнă.

Олег Николаевăн асăну инициативи

Рубежсен строителĕсене ĕмĕрлĕхе астăвăмра хăварас тĕлĕшпе йышăну тума Олег Николаева хăйĕн пурнăçĕ те витĕм кÿнĕ. Ăна ача чухне аслашшĕ Сăр чиккине мĕнле туни пирки каласа панă, мĕншĕн тесен хăй, ÿсĕмне тата инвалид пулнине кура фронта каяйман ытти арçынсем пекех, ăна çĕклеме хутшăннă.

Олег Николаевăн пуçарăвĕ вăхăтра пулнипе хаклă. Вăхăт малаллах шăвать, рубежсене çĕклеме хутшăннă çынсен йышĕ кашни çул чаксах пырать. Ĕç хастарĕсенчен пĕри – Кузьма Трифонов, вăл çитес нарăс уйăхĕнче 90 çул тултарать.

Кузьма Трифонов: чи çамрăк строитель

Çирĕппĕнех калама пулать: вăл Сăр чиккине хăпартнă арçынсенчен пĕртен-пĕр чĕрĕ юлнă. Кунсăр пуçне вăл хÿтĕлев линин строителĕсенчен чи çамрăкки пулнă. Вăл вăхăтра хистесех янă ĕçсене – вăрман хатĕрлеме, торф кăларма, хÿтĕлев чиккисене çĕклеме – 17 çула çитнисене кăна илнĕ.

– Эпир Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăм ялĕнче пурăннă, – аса илет Кузьма Трифонович. – 1941 çулхи çурла уйăхĕнче аттене вăрçа илсе кайрĕç. Килте анне, 15 çулти аппа, эпĕ тата иккĕри шăллăм юлтăмăр.

Кузьма Трифонович хăй çĕр чавман, анчах та унăн ĕçĕ те – лаша пăхасси – пĕлтерĕшлĕ пулнă, çак чĕрчун строительствăра тĕп туртăм вăйĕ шутланнă.

– Тĕпрен илсен эпĕ хамăн лашапа вăрман турттарнă, – малалла каласа парать вăл. – Ăна пĕрмаях пăхмаллаччĕ: апат памалла, ăшă шывпа шăвармалла, сивĕрен ашăкпа витмелле.

Елена Захарова: хĕрарăмсен вăйĕ

Мĕнле условисенче ĕçлеме тÿр килнине Олег Николаева майăн 9-мĕшĕнче видеоçыхăнупа Сăр чиккине тума хутшăннă Елена Захарова та каласа панă. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 17 çулта пулнă. 1941 çулхи кĕркунне ăна ватăсемпе тата хĕрарăмсемпе пĕрле Сăр хĕррине окопсем тата траншейăсем чавма янă.

– Йывăрлăхĕ сахал марччĕ. Пĕрре манăн çăпатасем салтăнса кайрĕç, ун чухне йĕпе-сапаччĕ тата сивĕччĕ. Ура шăннă пирки туйми пулчĕ. Аран-аран айăккине пăрăнтăм. Ларатăп йĕрсе, малалла мĕн тумаллине пĕлместĕп. Ыттисем курчĕç, лăплантарчĕç те киле ячĕç. «Ан кулян, пĕтĕмпех лайăх пулĕ», – терĕç вĕсем. Çапла пĕр-пĕрин кăмăлне çĕклеме пулăшнă.

Пĕр-пĕре пулăшни

– Эпир туслă ĕçленĕ, – çирĕплетет тыл ĕçченĕн сăмахĕсене Кузьма Трифонович. – Сăр рубежне хĕрарăмсем çĕкленĕ. Арçынсем сахаллăн пулнă – ытларахăшĕ ватăсем, инвалидсем пулнипе çара кайма тивĕçейменнисем. Çавăнпа та арçынсене хакланă.

– Вăт çапла эпир пурăннă тата ĕçленĕ, – кăштах чĕтревлĕн тухакан сассипе каларĕ те Кузьма Трифонович хăйĕн медалĕсене кăтартрĕ.

Вĕсем нумай. Анчах та уншăн чи хакли – «Пирĕн ĕç тĕрĕс. Эпир çĕнтеретпĕр» сăмахсене картса Сталин барельефне сăнлани, медалĕн тепĕр енĕнче «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» çырни пур.

Алексей КРЯЖИНОВ.