Хăв алăпа тунă ĕç – чун канăçĕ тата пĕрлешÿ вăйĕ

Паянхи кун лавккасенче парне валли темĕн те туянма пулать, сувенирсем тĕрлĕрен те тĕрлĕ. Анчах та хăв алăпа, чун-чĕре кĕрсе тунă япала пахарах, вăл çынна ăшăлăхпа канăç кӳрет.

Ваттисем каланă пекех: «Алăра ĕç, пуçра ăс пултăр». Хăвăрт ачалăхра пĕчĕкрен пуканесем валли кĕпе-тумтир çĕленĕ. Кăмпалта пурăнакан Ольга Афанасьева астăватса калать: «Мĕн йышши кăна пулман-ши вĕсем! Çăм çипрен епле çыхма вĕреннине те астăватăп. Аслисен аллинче йĕпсем çăмăллăн вылянатчĕç, çавăнпа та ку ĕçе хăвăртрах хăнăхас килетчĕ. Кĕçех пĕрремĕш нуски-алсиш, каярах кофта-юбкăсем çыхăнчĕç. Тăхăнатăн та – мĕн тери ырăччĕ!»

Пурнăç улшăннă, анчах чун киленĕçĕ юлнă

Ун пек вăхăт та пулнă – чăнах та ытларах чухне пурте тенĕ пекех килте çыхнă-çĕленĕ япаласене тăхăннă. Пурнăç, рынок аталанса пыни чылайăшне алĕçĕнчен пистерчĕ, паллах. Анчах та хăшĕсем чун киленĕçне пăрахман-ха.

Ольга Юрьевна, акă, пушă вăхăт пулсанах алĕçĕпе аппаланать. Хăй вăл тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Калинино райповĕн салари лавккинче тăрăшать. Ăста аллинче хăвăртах мунчаласем, тĕрлĕ чечексем, çыхнă ытти япаласем «çуралаççĕ». Нумай чухне хунямăшĕпе, Иулита Алексеевна Афанасьевапа, ăмăртмалла тенĕ пек çыхаççĕ вĕсем.

Йăхри ăсталăх ăруран ăруна куçать

Вĕсене кура Ольга Юрьевнапа Алексей Владимирович Афанасьевсен хĕрĕ Даша та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. 6-мĕш класра вĕренекенскер чылай пултарулăх конкурсĕнче мала тухнă вăл.

Халĕ, акă, çывăх çыннипе пĕрле вĕсем «Хăв алăпа тунă наци пукани» Пĕтĕм Раççейри проекта хутшăнаççĕ, ку йĕркепе чăваш тумĕллĕ пукане çĕленĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕм пайне чунлăха хывнă вĕсем. Кашнине алăпа пурнăçланă.

Даша çавăн пекех Амăшĕн кунĕ тĕлне йĕркеленĕ «Бумажная фантазия» Пĕтĕм Раççейри конкурс валли те ĕç хатĕрленĕ. Хальхинче вăл хутран калăпăшлă чечексем ăсталанă. Вĕсем чăннипех те чĕррĕн курăнаççĕ.

Пĕрлехи ĕç – пĕрлехи хавас

Тĕрĕссипе, Афанасьевсем – çав тери хастар çынсем. Аçăмçырминчи культура çуртĕнче, Малтикас Ялтăрари клубра иртекен мĕнпур культура мероприятийĕсене, конкурссене хутшăнаççĕ. Сăмахран, Даша Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне йĕркеленĕ творчество тупăшăвĕсене ĕçсем тăратнă. Кăçал республикăра пуçласа ирттернĕ Атте кунĕ умĕнхи конкурс валли те шухăшсем çуралнă. Сăнÿкерчĕксене Алексей Владимировичăн килти, ĕçри, канури саманчĕсене сăнланă. Тинтерех тата Даша поэзи конкурсне хутшăннă.

Ольга Юрьевна калать: «Паянхи условисенче чылай конкурса дистанцилле мелпе хутшăнма тивет. Çакна хăнăхрăмăр ĕнтĕ, анчах та вĕсем валли çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсем, ĕçсем çурални чуна çĕклет, кăмăла хăпартлантарать».

Хаваслă ĕç – чун канăçĕ, тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Пĕрлехи ĕçĕн вара тĕшши те тутлăрах. Ывăл-хĕрĕн пĕчĕкренех алли çыпăçнишĕн кам савăнмĕ ĕнтĕ. Ольга Афанасьевана та хĕрĕн çитĕнĕвĕсем çунатлантараççĕ. Дашăн ÿсĕмĕсем, паллах, чи малтан унăн, Амăшĕн, тивĕçĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.