Хĕл хырăмĕ пысăк пулсан та, ял хуçалăх ĕçтешĕсем уяр кунĕсене туллин усă курса, хăйсен выльăх-чĕрлĕхне хĕл каçма хатĕрлеççĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулнипе аш-пăш тата сĕт çĕрĕнче те ÿсĕм палăрать. Техника шывĕ уй-хиртен каçченех татăлмасть, çавăнпа та ĕçсем хăвăрт пыраççĕ.
Çул ÿсекен курăк тата утă хатĕрлевĕ
Симĕс ĕççи анлă сарăлса пырать. Районта ял хуçалăх организацийĕсем нумай çул ÿсекен курăксене 4761 гектар çинче вырнаçтарнă. Хĕл каçмалли апат шутĕнче выльăх-чĕрлĕхе 4876 тонна утă янтăланă. Ку ĕçре Вăрнарти аш-какай комбиначĕ уйрăмах хастар пулса тăнă, агрохолдингра 1200 тонна утă типĕтнĕ. «Знамя» тата Карл Маркс ячĕллĕ кооперативĕсенче 500 тонна яхăн, «Броневик» ял хуçалăх предприятийĕнче вара 340 тонна апат хатĕрленĕ. Фермерсен хушшинче Виталий Яковлев хуçалăхĕ малта тухнă, унта 210 тонна утă типĕтнĕ.
Ешĕл масса тата силос хатĕрлевĕ
Ешĕл масса хатĕрлессипе те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Район аграрийĕсем пĕтĕмпе 13818 тонна сенаж хывнă. ÿсĕмлĕ тимлекен хуçалăхсенче ĕç кăтартăвĕсем çапларах: аш-какай комбинатĕнче 8700 тонна, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра – 2468 тонна, «Кольцовкăра» вара 1300 тонна сенаж янтăланă. Фермер хуçалăхĕсенче те ешĕл масса хывма пăрахман. Ырă тĕслĕх пулса Григорий Лукин хресчен (фермер) хуçалăхĕ тăрать, унта 150 тонна сенаж хывнă.
Силос хатĕрлессипе вара пĕртен-пĕр ял хуçалăх производство кооперативĕ – «Победă» – çеç тăрăшать. Çак вăхăт тĕлне кунта 500 тонна силос янтăланă.
Кĕр аки хатĕрлевĕ
Вăхăт хăвăрт шăвать, кĕр аки те çывхарать. Тăватă предприятире – аш-какай комбинатĕнче, «Агрохмельте», «Янгорчинăра» тата «Гвардеецра» – çĕр хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ 360 гектар çине çитет.
Елена ПОРФИРЬЕВА.