Коронавируспа кĕрешÿ темине каллех нумай калаçаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва çак ыйтупа пуçлани ăнсăртран мар пулнă.
Регионсенчи лару-тăру тата халăхри иккĕленÿ
Социаллă сетьсенче пандемипе çыхăннă ыйтусем нумайланни паллă сăлтав çинче тăрать: чылай регионра лару-тăру çивĕчленни сисĕнет – чирлесе çÿрекенсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çавăнпа Чăваш Енре те пурăнакансем хушшинче иккĕленÿ çуралать – каллех карантин кирлĕ пулмĕ-и? Олег Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, республикăра ку енĕпе хальлĕхе тăнăçлăх пур. Чирленисен шучĕ ÿсни туйăнмасть – талăксерен 25–28 çын чухлĕ хушăнса пырать. Регион ертÿçи шухăшĕпе, республикăра ĕç-пуç йывăрланманнин тĕп сăлтавĕ – хăрушлăх мерисене пăхăнас тĕлĕшпе пурнăçлакан профилактика ĕçĕн кăтартăвĕ. Çапах та лăпланма юрамасть – сыхă пулмалла.
Муниципалитетсенчен тата килекен çынсенчен тимлĕ пулмалла
– Муниципалитетсен пуçлăхĕсене чĕнсе калатăп: ытти регионран килекен çынсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсем хăйсене япăх туйсан пĕр тăхтамасăр медицина учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтмалла, тĕрĕсленмелле. Çакă инфекцие чирĕн малтанхи тапхăрĕнче пÿлме, вăл сарăласран сыхланма май парĕ, – тенĕ вăл.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕн позицийĕ
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çапла çирĕплетнĕ: «Республикăра тăнăçлăх пур. Çакна чирлисене тупса палăртнин шутĕнче те, госпитализациленисен, тĕрĕсленĕ çынсен йышĕнче те куратпăр. Унтан та ытла: тестланă çынсен шучĕ пысăкланнă, çав вăхăтрах чирлисене тупса палăртасси унчченхи шайрах».
Профилактика правилисене манмалла мар
Апла пулин те ансат профилактика правилисене манмалла мар: маска режимĕ, алăсене дезинфекцилесси, дистанци тытасси – çак йĕркене пăхăнсан эпидемин «иккĕмĕш хумĕ» пулмĕ.
Шкул ачисем валли каникулсем
Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева вара шкул ачисемпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатнă: «Паян планпа пăхман каникул пуçламашкăн нимĕнле сăлтав та çук. Хамăр енчен Роспотребнадзор управленийĕнчен планпа килĕшÿллĕн чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланмалли кĕркуннехи каникула вăрăмрах тумалли майсене тишкерме ыйтрăмăр. Ку ачасем хушшинче ковидпа чирлесси тăруках ÿснипе мар, кĕр кунĕсем грипп, ОРВИ енĕпе кăткăс пулнипе çыхăннă. Хушма пĕр эрне – дистанци вĕрентĕвĕ валли мар, эпидеми тĕлĕшпе йывăр тапхăра килте ирттерме. Çак мерăпа, пирĕн шутпа, усă курма пулать, вăл профилактика тĕллевĕллĕскер. Халь Роспотребнадзор хуравне кĕтетпĕр».