Автор: Кириллова Н.В. Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхеЭс – чун пахи, эс – чун уççи. Чăваш чĕлхи – чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Пирĕн халăх паянхи кунччен тăван чĕлхене, юрăсене, йăла-йĕркесене упраса хăварма пултарнă. Г. Н. Волков академик çапла каланă: "Чĕлхе вăл – культура. Чĕлхе пулăшнипе халăх пуянлăхĕ тăван культурăна куçать. Чăваш сăмахĕ – чун-чĕре пуянлăхĕ, кăмăл тĕнчин илемĕ". Чĕлхе – анне сĕчĕ пекТăван чĕлхере пирĕн пуçламăшĕн пуçламăшĕ упранать. Анне – пĕрре, тăван чĕлхе те пĕрре. Чăваш чĕлхи анне сĕчĕ пек, вăл – чĕре варринче. Анне пире пурнăç парнелерĕ пулсан, чĕлхе пĕлӳ тĕнчине çул уçрĕ. Икĕ чĕлхе – икĕ ăсИ.Я. Яковлев просветителĕн "Вырăс чĕлхи тăван чĕлхе вырăнне мар, тăван чĕлхепе пĕрле", "Икĕ чĕлхе – икĕ ăс" халалĕсем халăх каларăшне çаврăнчĕç. Обратите внимание: Ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци иртет. Чăннипе те, пĕр-пĕрин чĕлхине хисеплени халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет.Чĕлхе – халăх ăсĕ тата ĕмĕрлĕх кĕнеки"Чăваш чĕлхи – халăх ăсĕ. Вăл аваллăхпа пĕлĕвĕн таса çăлкуçĕ. Тăван чĕлхепепичетленнĕ Турă кĕнеки пур халăх çĕр çинчен çухалмасть", – тенĕ хăй вĕренекенĕсене И. Я. Яковлев. Пирĕн чăвашла тĕн кĕнекисем пур. Ырă шухăшлă кĕнекесем тĕрĕслĕхе уйăрса илме тата пурнăça вĕрентеççĕ. Тăван сăмах – халăх чунĕТăван сăмах – халăх чунĕ. Ачана тăван чĕлхене вĕрентмесен ун чунне тискеррĕн вĕлеретĕн. Авалхи халăхсем хăйсен чĕлхисене упраса хăварма тăрăшнă. Амăшĕн чĕлхине йышăнман çын хăйĕн ашшĕ-амăшне те, тăван ялне те юратмасть, чăваш халăхĕпе çĕршывăма та хисеплемест тенĕ. Мĕн асаттесен чĕри витĕр тухнă, пирĕн этноса упрама пулăшнă еткерлĕхе малалла тăсасчĕ. Йăла-йĕрке – чĕлхен тымарĕХалăх йăли-йĕрки – пирĕн тымар. Çирĕп тымарлă йывăç вара ĕмĕр тăрать. Йăла-йĕркене упраса хăварсан пирĕн чĕлхе те "сывă" юлĕ. Список новостей |
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ..